Пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ!"

Паян, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗн Раҫҫей Федераци геройӗ Д.В.Семенов ячӗпе хисепленекен Тренкасси пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Педагог тата наставник, Телейлӗ ачалӑх , И. Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа округ шайӗнче ирттернӗ конкурссемпе мероприятисене пӗтӗмлетсе иртекен "Пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ!" уявӗ иртрӗ.


📌Уява сумлӑ хӑнасем килнӗ: В.Л.Клементьев- ЧНК президенчӗ, В.А.Гаврилов - Санкт - Петербургри чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи ; Р. В. Сарпи, Л. М. Сарине,
С. В. Асамат, В. М. Васильев(Мишан) чӑваш халӑх поэчӗсем.

📌Уява йӗркелесе ирттерекенсем- Шупашкар муниципалитет округӗн Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти уйрӑмӗпе(ертӳҫи Н.В.Васильева), пӗрле вӗренӳ, спорт тата ҫамрӑксен управлениӗ.

✅ Хатӗрлесе ертсе пыраканӗ И.А.Фомина- Тренькасси вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури не вӗрентекенӗ.

💯 Уявра чи-чи-чи пултаруллӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем,
аслӑ ӑру ҫыннисем, чи кӗҫӗннисем, маттуррисем"вӗлтӗрккесем"хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Уяв пурне те кӑмӑла кайрӗ.
Тавах уява йӗркелекенсене!!!